Васильева И.Н. Çут çанталăк тупра, ăна упра.


Канаш районӗнчи Пайкилтри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӱ паракан шкулРайон шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культуриневĕрентекенсен пултарулăх конкурсӗ
Тема « Ҫут ҫанталӑк- пирӗн тупра, ӑна упра!»
( Экологи ҫулталӑкне халалласа)
Сценарие Пайкилтри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен
Васильева Ирина Николаевна çырнă
2018 ҫул1 ача: Пĕррехинче çĕр çинче Ем-ешӗл курăк шăтмасан,
2 ача: Йывăçсен турачĕсем çулçăсăр юлсан.
3ача : Кайăксен юрри те,ачасен сасси те
Илтĕнми пулсан4ача: Эс ун чухне, çын, мĕн тăвăн?
Пурăнăн?
(Асăрхаттаруллă кĕвĕ янăрать. Ушкăнран икĕ ача тухать)1 ача: Каляновна,итле-ха,
Ял хушшинчи кÿлĕре Нумай терĕç-ха карась?
2 ача : -Карась? Ҫас.
Ман упăшка ĕнер каç Туртса кăларнă вăлтапа Икĕ çĕтĕк çăпата,
Тутăхса ларнă пăта!
Иккĕш те: -Ак тата!
(Ушкăнран икĕ ача тухать)
1 ача: -Касăва кайрăм, кума.
Эй, мĕн куртăм эп- нуша2 ача : -Ак тата? Мĕн тата?
1 ача: -Çăлкуç пурччĕ-ха тесе
Кайрăм шывсăр кĕтĕве.
2 ача : -Вара? Вара?
1 ача: Мĕн вари?
Çăл куç çук –такам хупланă-
Юшкăн тултарса хăварнă.
Иккĕш те: Эх анчах!
( Ушкăнран икĕ ача тухать)
1 ача : Кайрăм ĕнер кăмпана-
Паллаймарăм вăрмана2 ача: Ылмашăнн-им пит тата?
1 ача: Эс итле-ха малалла Çитсе кĕтĕм уçланка-
Тамаша!
Хут татки, пакет, кĕленче-
Йăваланать пур çĕрте2 ача: Ай-ай-ай
1 ача: Пĕр кайăк та çук унта
Пуçтармарăм эп кăмпа-
Купаларăм мусăра.
Иккĕш те : Эй, яй, яй!
( Ушкăнран икĕ ача тухать)
1 ачи: Мĕнле пурнаç хулара?
2ачи: Пит чаплă пуль,тупата.
1 ачи: Сывлăш çук вĕт, апăрша,
Машини, завочĕ-пурте Тĕтĕм кăларса лараç.
Пĕрĕнсе ларчĕ пуль ÿпке-
Аран çитрĕм эп яла!
2ачи: Ой! Ой! Ой!
(Асăрхаттаруллă кĕвĕ янăрать. Ушкăнран икĕ ача тухать)1 ача: Çакăн пек чухне, çын, мĕн тăвăн?
Пурăнăн?
2 ача: -Çук! Пурăнаймăн.
Эс ун чухне хăвна ху та паллаймăн.
3 ача: Эс ун чухне хăвна ху та тупаймăн.
4 ача: Асту çакна, эс çын, ан ман.
Çапла пулмашкăн пултарать Ыран.
5 ача: Çĕр умĕнчи яваплăха паян эс çухатсан.
1 ача: Çаксене шута илес!
Ак çапла хушу çырас.
Çынсене çапла пулма Хистесех çапла хушас:
2 ача: Эс куçна епле упран-
Çăл куçа çапла сыхла!
Хăвах ĕçĕн çав шыва.
3 ача: Кÿлĕсене тасатас-
Пулă нумай ĕрчетес.
4ача: Йывăç вӑл–пирĕн тупра Пĕрре касрăн-иккĕ ларт.
5 ача: Мусăра вара, кума
Хур ятарлă мишука.
Шăтăк алт-та- хур çантаПурте: Вот çапла!
1 ача: Мана нимех-те кирлĕ мар.
Хĕвел куллен тухса хăпартăр Ял хыçĕнче юхать Ҫавал-
Шыв çуккипе типсе ан лартăр.
Юрă «Асамат кĕперĕ»
Тӱпене пӑхсамӑр-
Хӗвел-пӗлӗт самӑрУн ҫинче сар пичӗ ярӑнать.
Сарӑ-и вӑл хӗрлӗ
Ҫут хӗвел вӑл тӗрлӗ.
Кам мӗнле, хӑҫан
Курать ӑна.
Капӑр-ҫке тӗнчемӗр-
Пурӑнтӑр вӑл ӗмӗр.
Асамат кӗперӗ тӱпере.
Ҫак ҫӗре курасчӗ,
Туйӑмра упрасчӗ
Мӑнуксем тав тӑвӗччӗҫ пире.
Таврара ҫӗр пин те
Ҫӱл тӱпе те тинӗсКӑн-кӑвак шупка ачисенеХӗрлӗ пиҫнӗ ҫимӗҫ.
Йывӑҫ-курӑк симӗс.
Вӗҫсе иртрӗ лӗпӗш чӑпарскер.
Ҫут ҫанталӑк чӗрӗ
Алпа тӗртнӗ тӗрӗ.
Сӑрласа кам илемлетнӗ-ши?
Ылтӑн тӗртнӗ шурӑ
Ҫапла тунӑ Турӑ
Ӑшӑтать ҫӗре чӗре ӑшши.

Приложенные файлы

  • docx 15926281
    Размер файла: 25 kB Загрузок: 0

Добавить комментарий