Сергеева Н.П. Салам, юратнă шкул.


Салам, юратнă шкулăм!
«Е.Анисимов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шелттем тĕп шкулĕ» муниципалитетăн бюджет вĕренÿ учрежденин чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Сергеева Надежда Петровна
Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклă вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата хăнасем! Сирĕнпе тĕл пулма питĕ хавас. Тĕл пулăвăн сăлтавĕ те пур паллах. Паян – Пĕлÿ уявĕ пирĕн, каллех пуçлатпăр вĕренме.
Чи кĕтнĕ, чи хумхантаракан самант та çитрĕ. Паянхи уява пĕрремĕшсемпе тăххăрмĕшсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен паян тăххăрмĕшсемшĕн ку шкулта юлашки пĕрремĕш шăнкăрав, пĕрремĕшсемшĕн чи пĕрремĕш шăнкăрав янăрать.
Халĕ вĕренекенсене хамăр уява йыхравлатпăр. Вĕсене пĕрремĕш класс вĕрентекенĕ (хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ) ертсе тухать.
Кĕвĕ янăрать. Вĕрентекен ачасене ертсе тухать. Вĕренекенсем хăйсен вырăнĕсене вырнаçса тăнă хыççăн гимн янăрать.
Ертсе пыракан: Пĕлÿ кунне халалланă уява уçăлнă тесе шутлас. Халĕ пĕрремĕш класс ачисене чысласа саламлар, пирĕн шкул вĕренекенĕсен ятне парса хамăр йыша илер.
Шкул директорĕ (хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ) сăмах илет.
Шкул директорĕн сăмахĕ.
Ертсе пыракан: Хăнасене сăмах паратпăр.
Пĕрерĕн тухса саламлаççĕ.
Ертсе пыракан: Хаклă пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем! Эпир сире Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр. Паян эсир пĕрремĕш хут шкула килтĕр, пĕрремĕш учительпе паллашатăр, паян пĕрремĕш хут парта хушшине ларса алла букварь тытатăр… Çак самантсем сирĕн асăрта ĕмĕрлĕхех юлĕç.
Халĕ сире сăмах паратпăр.
Пĕрремĕш класа килнĕ ачасем сăвă калаççĕ.
1-мĕш ача: Питĕ кĕтрĕм паянхи куна,
Пĕркунах тултартăм хамăн сумкăна:
Кăранташ, тетрачĕ те ручки.
Курăр, паянтан эп – шкул ачи!
2-мĕш ача: Шкул форми пит килĕшет мана,
Савăнса эп çакрăм шурă саппуна.
«Тăрăшса вĕрен», - тет кукаçи.
Акă паянтан эп – шкул ачи!
3-мĕш ача: Ĕнер пулнă садикре кăна,
Ăмсанать халь йăмăкăм мана.
Вăхăт çук чупма ман катаччи,
Паянтан вĕт эпĕ – шкул ачи!
4-мĕш ача: Вĕрентекенсем, сăмах парап,
«Пиллĕк» паллăпа эп туслашап.
Сирĕншĕн парнем – чечек çыххи.
Хумханса калатăп: эпĕ – шкул ачи!
5-мĕш ача: Теттесем ман тĕлĕнчĕç паян:
Вĕсемпе эп выляма ларман.
Çакса хутăм пÿлĕмре тĕнче картти,
Вĕренес килет ман! Эпĕ – шкул ачи!
6-мĕш ача: Ăш куçпа ăсатрĕç кÿршĕсем,
Тĕлĕнсе сăнарĕç эпĕ иртнĕçем.
Йышăнсам пире эс, шкул карти!
Паянтан калатпăр: эпĕ – шкул ачи!
Сар хĕвел йăл-йăл кулать,
Хавас çил шарпа вылять.
Шкул алăкĕ уçăлать,
Манăн чунăм савăнать.

Манăн чунăм савăнать:
Çĕнĕ пурнăç пуçланать.
Атте-анне хумханать,
Лайăх вĕренме сунать.
Лайăх вĕренме сунать Вĕрентекен, пил парать.
Кĕç ак шăнкăрав янрать,
Часах урок пуçланать.
Часах урок пуçланать.
Пĕлÿ тĕнчи йыхăрать.
Пур ача шкула чупать,
Пурăнма пĕлÿ пухать.
Пурăнма пĕлÿ пухать Кашни ачах, тăрăшать.
Пĕтĕм тĕнче саламлать,
Сар хĕвел йăл-йăл кулать.
Эпир сире паянтан Пурте тупа тăватпăр.
Ырă тĕслĕх кăтартма (пурте пĕр харăс)
Çирĕп сăмах паратпăр. (пурте пĕр харăс)
Вĕренесшĕн тăрăшса Аслисемпеле пĕр тан.
Эпир пĕчĕк ача мар! (пурте пĕр харăс)
Шкул ачисем паянтан! (пурте пĕр харăс)
(Пур сăвă çаврисене калаттармасан та юрать. Ача шучĕ тĕрлĕрен пулма пултарать.)
«Эпĕ – шкул ачи» юрă. Сăвви И.Степановăн, кĕвви Ю.Кудаковăн.
Эпĕ – шкул ачи1. Хĕрлĕ тутăрлă кĕр çитрĕ. 3. Аллăмра чечек çыххийĕ,
Эс манман-и, кукаçи? Çĕнĕ сумка тепринче.
Тултаратăп ĕнтĕ çиччĕ. Ăсатан пуль, кукаçийĕм,
Кăçал эпĕ – шкул ачи. Утас çул питех инçе.
Ля-ля-ля… Ля-ля-ля…
2. Хам лартса хамах ÿстертĕм 4. Шăнкăрав чĕнет. Васкатăп.
Чечексем ик-виç йăран. Эс те пыр-ха, кукаçи!
Хĕм сапать халь ретĕн-ретĕн «Пиллĕксем» илме утатăп.
Астра, роза та герань. Пысăк çын эп – шкул ачи.
Ля-ля-ля… Ля-ля-ля…
Ертсе пыракан: Тавтапуç, хаклă ачасем. Эсир тĕрĕс те илемлĕ вулама-çырма, тăван çĕре савма пултарасса шансах тăратпăр. Сире Пĕлÿ тĕнчине илсе тухаканĕ сирĕн пĕрремĕш вĕрентекен (хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ) пулĕ. Вăл пулăшнипех эсир çырма, вулама, шутлама вĕренетĕр, çĕнĕрен те çĕнĕ çулсем уçатăр.
Халĕ сирĕн пĕрремĕш учителĕре сăмах паратпăр.
Пĕрремĕш вĕрентекен сăмахĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем сăмах калаççĕ, саламлаççĕ.

Ертсе пыракан: - Халь кăна сумка çакса
Пухăнсаччĕ пĕрремĕш класа, –
тесе пĕлтереççĕ хăйсен шухăшĕсене аслă классем, тăххăрмĕшсем. Халĕ тăххăрмĕш класра вĕренекенсем сире саламлĕç.
1-мĕш ача: Ялан-ялан ман асăмра Шкулти пĕрремĕш кун.
Учитель сăнĕ ман умра,
Асрах сасси те ун.
2-мĕш ача: Вăлах вĕрентрĕ вулама,
Таса, хитре çырма.
Пăхмасăр сăвă калама,
Тăван çĕре савма.
3-мĕш ача: Юратăр Тăван çĕр-шыва,
Юратăр тăван шкулăра,
Хисеплĕр тăван халăха,
Упрăр кашни саманта!
4-мĕш ача: Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай,
Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,
Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.
5-мĕш ача: Кĕнеке вăл – анлă парăс,
Пурнăç ятлă тинĕсре.
Кĕнеке – маяк пĕр харăс Çутатать пур çул-йĕре.
6-мĕш ача: Тусăмăрсем, тăван тавралăха, тăван шкула юратăр. Пĕрремĕш учителĕре ялан итлĕр, хисеплĕр.
7-мĕш ача: Шкул йăли-йĕркине çирĕп тытса пырăр. Ĕçчен, хастар, тирпейлĕ пулăр, кĕнекĕрсене упрăр.
8-мĕш ача: Хăвăр çак шкулта вĕренекен пулнипе мухтанăр, шкул чысне ан ярăр. Вĕренÿ çулĕ сирĕншĕн интереслĕ, пĕлÿллĕ, асамлă пултăр.
«Асамлă алăксем» юрă. Сăвви В.Кервенĕн, кĕвви Н.Тимофеевăн.
Асамлă алăксем1. Салам, чунтан юратнă шкулăм, 3. Ачалăха пуçа таймалăх Ăшшушăн тайма пуç сана. Çакна тытас пулать асра:
Ытарайми хитре йăл кулă Шкулта асамлă пĕтĕм алăк,
Паян иленчĕ-çке сăнна. Çĕнни кĕтет кашни класра.
2. Ачасене кĕтсе илетĕн 4. Пĕлÿ илсе кунта уçатăн Манми тăван килпе пĕр тан. Тĕнчен мĕнпур вăрттăнлăхне.
Вĕсен калаçăвне итлетĕн Илем кÿретĕн пурнăçра та –
Хаваслăн, пĕтĕм кăмăлтан. Çÿле çĕклетĕн çын ятне.
Ертсе пыракан: Халĕ пĕрремĕш шăнкăрав янраттарма вăхăт. Вăл Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине систертĕр, малалла вĕренме илĕрттĕр.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш шăнкăрава пама тăххăрмĕш класра вĕренекен (хушамачĕ, ячĕ) пĕрремĕш класа килнĕ (хушамачĕ, ячĕ) чĕнетпĕр.
Тăххăрмĕш класс вĕренекенĕпе пĕрремĕш класс ачи шăнкăрава шăнкăртаттараççĕ.
Ертсе пыракан: Çĕр çинче мĕнле кăна професси çук-тăр. Анчах темле пулсан та пурнăç çулĕ çине эпир вĕрентекен пулăшăвĕсĕр тухаймастпăр. Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекен тÿпи питĕ пысăк.
Халĕ хамăра ăс паракан вĕрентекенсене тав туса чечек çыххисем парнелер.
Илемлĕ кĕвĕ янăрать. Вĕрентекенсене чечек çыххисем парнелеççĕ.
Ертсе пыракан: Пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пурне те класа кĕме чĕнчĕ. Тăван шкулăн ыра йăлине тытса пырса тăххăрмĕш класра вĕренекенсем пĕрремĕш класс ачисене класа ăсатаççĕ.

Илемлĕ кĕвĕ янăрать.

Приложенные файлы

  • docx 15570959
    Размер файла: 22 kB Загрузок: 0

Добавить комментарий